Егорова Анна Семеновна — чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. 1969 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Йӑранар ялӗнче ҫуралнӑ.
Йӑранарти пуҫламӑш шкулта, Тени ялӗнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта, Ехремкассинчи вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ. 1992 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ-ра аслӑ пӗлӳ илнӗ.
1992–2000 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Мӑн Марка тӗп пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
2000 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентме пуҫланӑ. 2014 ҫулта Чӑваш патшалӑх вӗренӳ институтне куҫнӑ, ӑна чӑваш чӗлхипе литература кафедрин заведующийӗ пулма шаннӑ.